Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Самана тата чӑваш кӗнеки

Паянхи самана тата чӑваш кӗнеки... Мӗнлерех ҫыхӑнура вӗсем? Мӗн ӗҫлеҫҫӗ тата мӗн канӑҫсӑрлантарать хальхи вӑхӑтри кӗнекеҫӗсене? Ҫак тата ытти ыйту хуравне тупас тӗллевпе тӗл пулса калаҫрӑмӑр та Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗпе Валерий Комиссаровпа

Чӑваш Ен Культура министерствин пуҫарӑвӗпе нумаях пулмасть паянхи вулаканӑн социаллӑ портретне палӑртас тӗлӗшпе ыйтӑм ирттернӗччӗ. Вӑл ҫакна уҫса пачӗ: пирӗн ҫӗнӗ кӗнекесемпе ытларах библиотекӑсенче паллашаҫҫӗ иккен. Чи хастар вулакансем — пенси ҫулне ҫывхарса пыракан тата ватӑ ҫынсем, ҫавӑн пекех шкул ачисемпе студентсем, — ҫапла пуҫларӗ калаҫӑва Валерий Петрович. — Вӗсем ытларах чухне пирӗн предприяти кӑларакан кӗнекесене вулаҫҫӗ-мӗн. Ҫакӑнтан тӗлӗнме кирлӗ мар тесшӗн эпӗ, мӗншӗн тесен Чӑваш кӗнеке издательствин продукцийӗ тӗрлӗ енлӗ, анлӑ тематикӑллӑ. Ыйтӑмра ҫавӑн пекех республикӑри ытти издательство пирки те чарӑнса тӑни пур. Ҫакӑ эпир вырӑнти кӗнеке рынокӗнче монополистсем пулманнине ҫирӗплетет.
— Валерий Петрович, чӑвашла чи нумай вуланакан кӗнекесен конкурсне ҫулленех ирттересси йӑлана кӗчӗ. Эсир ун пирки мӗи каланӑ пулӑттӑр?
— Ҫак ӗҫе Чӑваш наци библиотеки пурнӑҫласа пырать. Пӗр енчен, ҫакӑ пирӗн ӗҫе эпир хутшӑнмасӑр хаклани те, тепӗр енчен, тематика планне хатӗрлеме пулӑшни те. Енчен те реслубликӑри суту-илӳ организацийӗсем тата диаспорӑра пурӑнакансем ҫав е ку авторӑн кӗнекисем ҫӳлӗксем ҫинче тусанланса выртмаҫҫӗ теҫҫӗ пулсан, мӗншӗн ҫав авторсен ҫӗнӗ хайлавӗсене «симӗс ҫутӑ» парас мар? Тепӗр чухне хӑш-пӗр писатель ҫуллен-ҫул Юрий Скворцовӑн, Аркадий Казановӑн, Денис Гордеевӑн, Сергей Павловӑн произведенийӗсене пичетленӗшӗн кӳреннӗ пек те пулкалать. Вӗсене халӑх вулать, ыйтать, кӗтет пулсан епле-ха пичетлемӗн.
— Ман шухӑшӑмпа, «Чӑваш энциклоледийӗн» пӗррембш томӗ кун ҫути курни — иртнӗ ҫулхи тӗп пулӑмсенчен пӗри. Тӗплӗнрех чарӑнса тӑрар-ха ун пирки.
— Ҫак пысӑк та сумлӑ ӗҫе темиҫе ҫул каялла пуҫӑннӑ. Текстсемпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сотрудникӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ытти «лава» кӗнеке кӑларакансемпе полиграфистсем туртаҫҫӗ. Энциклопеди пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк. Хамӑр республикӑра пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, диаспорӑри чӑвашсемшӗн те. Ытти регионта пурӑнакансем те унпа паллашса Чӑваш Ен, ун мухтавлӑ ҫыннисем пирки пӗлме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек хутшӑнусем, ҫыхӑнусем халӑхсене ҫывӑхлатма май параҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра энциклопедин иккӗмӗш томӗпе ӗҫлетпӗр, вулакансем ӑна ҫулталӑк вӗҫӗнче алла тытса вулама пултарӗҫ. Кашни кӗнеке 100 яхӑн шутлавпа издательство листинчен тӑрать, пурӗ тӑватӑ том пулмалла. Сӑмах май, каярах асӑннӑ энциклопедин электронлӑ версине те хатӗрлӗпӗр.
— Темиҫе ҫул каялла ЧР Президенчӗ Николай Федоров Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисен ячӗсене яланлӑха хӑварасси пирки Указ та кӑларнӑччӗ. Ку енӗпе эсир ертсе пыракан предприяти самай пысӑк ӗҫсем пурнӑҫларӗ. Паллаштарсамӑрччӗ вӗсемпе.
— «Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем» ярӑмпа тухакан кашни тома пирӗн халӑхӑн чи сумлӑ ҫыннисенчен пӗрне халалланӑ. «Чӑваш Республикин Президенчӗн библиотеки» ярӑмри кӗнекесенче 30 яхӑн очерк вырнаҫтарнӑ. Унта та хамӑрӑн мухтавлӑ ҫыннӑмӑрсемпе паллаштарнӑ.
Маларах асӑннӑ ярӑмсенче ҫар пуҫлӑхӗсемпе чаплӑ спортсменсем ҫинчен каласа кӑтартнӑччӗ, Н.Бичурин, И.Яковлев, П.Егоров, Э.Юрьев пирки монографисем пичетленӗччӗ. «Чӑваш Республикин Президенчӗн библиотекин» иртнӗ ҫулхи тӑваттӑмӗш томне паллӑ ӑсчахсене халалланӑ. Вулакансем искусствоведени докторӗн М.Кондратьевӑн «Композиторы Воробьевы» монографине хапӑлласа йышӑнчӗҫ пулӗ, вӑл «Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем» ярӑмпа тухрӗ. Автор ашшӗпе ывӑлӗ — Василий тата Геннадий Воробьевсем — ҫинчен туллин ҫырса кӑтартнӑ. Вӗсем Чӑваш Енре ҫеҫ мар, Раҫҫейӗн пӗтӗмӗшле культуринче сумлӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш халӑх хаҫачӗ «Хыпар» тухма пуҫланӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле документсемпе аса илӳсен пуххи кун ҫути курчӗ.
— «Астӑвӑм» кӗнекепе ӗҫлессине вӗҫлемен-и?
— Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе вилнӗ ентешсен ячӗсене «Астӑвӑм» кӗнекен ултӑ томне вырнаҫтарнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑрҫӑран таврӑнса халӑх хуҫалӑхне ура ҫине тӑратнӑ паттӑрсен ячӗсене асра тытас, упраса хӑварас тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Кӑҫал «Астӑвӑм» кӗнекен иккӗмӗш пайӗн юлашки томӗ кун ҫути курӗ.
— Вулакансен йышӗ ӳсесси ҫамрӑк ӑрула, кӗҫӗн ҫулхи ачасемпе мӗнле ӗҫленинчен те нумай килет. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче республикӑра иртнӗ ҫамрӑксемпе ачасен «Ҫӗнӗ ҫула — кӗнекепе» фестивалӗ ку енӗпе «лава» вырӑнтан тапратрӗ теме юрать. Кӗнеке издательстви ҫамрӑк вулакансене мӗнле савӑнтарчӗ?
— Чӑнах та, фестивалӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк. Тӗрлӗ мероприяти, акци иртрӗ ҫав тапхӑрта. Мускаври паллӑ тата пирӗн издательствӑсем, ҫавӑн пекех меценатсем шкулсемпе ача-пӑча библиотекисене 6 пине яхӑн кӗнеке парнеленӗ. Тата ҫакна, та палӑртмалла: эпир пичетлесе кӑларакан кӗнекесенчен пысӑк пайӗ — ача-пӑча литератури. Иртнӗ ҫул кӗҫӗн ҫулхи тусӑмӑрсем Г.Волковӑн, Г.Красновӑн, В.Элпин, Р.Сарпин, Н. Ишентейӗн, М.Карягинӑн, Н.Ытарайӑн, Ю.Силэмӗн, Н.Медюковӑн тата ыттин капӑрлатса илемлетнӗ кӗнекисемле паллашма пултарӗҫ. Икӗ чӗлхепе — чӑвашла тата вырӑсла — пичетленнисене хулари ача сачӗсенче ӗҫлекенсем уйрӑмах хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗн сӗнӗвӗсене шута илсе кӗнекесене малашне хытӑ хуплашкапа кӑларӑпӑр. Ҫамрӑк ӑрӑва кӗнекерен пистерес марччӗ.
— Валерий Петрович, кӗнеке издательстви ытти министерствӑпа, ведомствӑпа ҫыхӑнусем йӗркелет, пӗрлехи ӗҫсем кӑларать тенине илтнӗччӗ. Ку енӗпе хӑш ӗҫе палӑртса хӑварнӑ пулӑттӑр?
— Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе «Чӑваш энциклопедине» хатӗрлени пирки асӑннӑччӗ ӗнтӗ. Унсӑр пуҫне ытти пӗрлехи ӗҫ те пур. Сӑмахран, юлашки ҫулсенче Чӑваш халӑх поэчӗсен Петӗр Хусанкайӑн тата Ухсай Яккӑвӗн произведенийӗсен пуххисене кун ҫути кӑтартрӑмӑр. Николай Никольский этнографӑн, историкӗн ӗҫӗсен нумай томлӑ пуххине, чӑваш фольклорӗн пуххисене кӑларасси малалла пырать. Писательсен союзӗсемпе пӗрле /вӗсем пурӗ виҫҫӗ/ литераторсен биобиблиографи справочникне кӑларнӑ. Ачасем валли, вырӑнти епархин пилӗпе, «Чӑн тӗн букварӗ» пичетленӗ.
— Юлашки ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательстви тӗрлӗ курава, конкурса, ярмӑрккӑна хутшӑннине палӑртмалла...
— Тӗрӗсех калатӑр, май пур таран хутшӑнатпӑр. Сӑмахран, «Чӑваш Ен — ҫӗнӗ вӑхӑт» республика куравӗнчен пӗрре те юлман. «Раҫҫей культури» федераци конкурсне хутшӑнни пирӗн чи лайӑх кӑларӑмсен финанс лару-тӑрӑвне лайӑхлатнипе пӗрлех пултарулӑх шыравне ӳстерме пулӑшать.
Иртнӗ ҫул пирӗншӗн чӑннипех тухӑҫлӑ пулчӗ. Кӗнеке кӑларакан издательствӑсен ассоциацийӗн йӑлана кӗнӗ «Ҫулталӑкри лайӑх кӗнекесем» конкурсӗнче В.Ивановӑн «Этническая география чувашского народа», Ю.Викторовӑн «Элли Юрьев: художник и время», «Яльчикский район. Краткая энциклопедия» кӑларӑмсем ҫӗнтеруҫӗсем пулчӗҫ. Унсӑр пуҫне «Жушалисты Чувашии» кӗнеке — Раҫҫей Журналистсен союзӗн премийӗн лауреачӗ. Ытти ҫитӗнӳсем те ҫук мар.
— Валерий Петрович, кӗнекепе суту тӑвас ӗҫ мӗнлерех пырать?
— Издательствӑн — виҫӗ лавкка, вӗсем Шупашкарӑн тӗрлӗ районӗнче вырнаҫнӑ. Кашнийӗнче хамӑр кӑларакан литературӑна туянма май пур. Унсӑр пуҫне издательствӑран тӳлесе ҫырӑнса илме те пулать.
— Сире хальхи вӑхӑтра мӗн шухӑшлаттарать, мӗнле ыйтусем чӑрмантараҫҫӗ?
— Сӑвӑсен пуххисем, литература критики ҫителӗксӗрри. Ҫамрӑк литераторсемпе те кирлӗ пек ӗҫлейместпӗр-ха. Тӑкаклӑ шутланакан ҫак жанрсене пичетлессине хамӑрӑн вӑйсемпех саплаштарма ҫӑмӑлах мар.
Юлашки ҫырав кӑтартӑвӗсем те шухӑша яраҫҫӗ. Халӑх йышӗ чакнӑ май вулакансен шучӗ те сахалланса пырать. Республика тулашӗнче пурӑнакансем наци литературипе кӑсӑкланма пӑрахни кулянтарать. Чӑвашсем пысӑк йышпа пурӑнакан Пушкӑртстан Республикипе Самар облаҫӗнче чӑваш литературине туянасси чакса пырать. Тутарстанӑн ҫеҫ кӑтартӑвӗсем унчченхи шайра.
Унччен чӑваш ҫыравҫисен, ытти авторӑн кӗнекисене республикӑри потреборганизацисем урлӑ сутма пулатчӗ. Пирӗн хушӑмӑртан хура кушак чупса иртмен, ҫапах та юлашки вӑхӑтра ялти лавккасенче наци кӗнекисем сахалланнӑҫемӗн сахалланса пыраҫҫӗ. Ҫак ӗҫе ялти ҫыхӑну уйрӑмӗсем, «Чӑвашпичечӗн» киоскӗсем те пурнӑҫлама пултараҫҫӗ, ҫак майсемпе те усӑ курма пуҫламалла тесшӗн. Мускаври, Хусанти, Ӗпхӳри, Самарти, Чӗмпӗрти кӗнеке лавккисенче унчченхи пек «чӑваш кӗтесӗсене» ӗҫлеттерсе ярасси пирки шухӑшлатпӑр.
— Кӑҫалхи тӗллевсем мӗнлерех?
— Тӗллевсем пысӑк, анчах та пурнӑҫлама май пуррисем. «Президент» ярӑмӗсемсӗр пуҫне ытти ӗҫсене те туса пырӑпӑр. «Чӑваш энциклопедийӗн» иккӗмӗш томӗ тухмалла терӗмӗр. Тата ҫӗнӗ ярӑм — «Чӑваш истори романӗн библиотеки» — йӗркелесе ярасшӑн. Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши хӑйӗн ҫӗнӗ ӗҫне пачӗ. Вырӑнти прессӑпа унпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусемпе, чи лайӑх журналистсемпе «Чӑваш Енри хула тата район хаҫачӗсем» кӗнеке паллаштарӗ. 2003 ҫулта Шупашкарта хӑвӑрт утас енӗпе Тӗнче кубокӗ иртнине шута илсе «Чӑваш спорт энциклопедине» кӑларас тетпӗр.
Иртнӗ ҫул, сӑмах май, 70 ятла кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ — 246,7 пин экземпляр. Ҫав шутра 40-шӗ чӑвашла пичетленнӗ, тиражӗ — 166,7 пин экземпляр. Кӑҫал вара ҫак кӑтартӑва пысӑклатма тӑрӑшатпӑр.

Нидежда Смирнова калаҫнӑ
«Хыпар», 2007, кӑрлач, 26, 24671 №


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-02-11 19:49:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2900 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем